Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Гимн Аликовского района

 Гимн

Элěк районěн мухтав юрри

Сăвви Александр Галкинăн

Кĕвви Юрий  Кудаковăн

 

Сурăмпала Выла хушшинче -

Чăн Чăваш  çĕршывĕ çак тĕнче:

Симĕс пурçăн – ешĕл вăрмансем,

Çутă капăр – кÿлĕ, пĕвесем…

 

Хушса юрламалли:

Элĕк ен,  эс, аслă Элĕк ен,

Ытарми илемлĕ тăван ен.

Ĕмĕрне те тухмăн чĕререн,

Кăмăла çĕкле, хĕвеллĕ ен!

 

Юнтапала Тукташ хушшинче

Илĕртÿллĕн ешерет тĕнче:

Сар чечеклĕ – улăх-çарансем,

Шур чечеклĕ – улма пахчисем…

 

Хушса юрламалли.

Ямашпала  Тени хушшинче

Çĕнтерÿллĕн çĕнелет тĕнче:

Килсерен - хисеплĕ ĕçченсем,

Ялсерен – мухтавлă маттурсем…

 

Хушса юрламалли.